Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫавра сӗтел

Культура
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Питӗрпе Шупашкар хулисем ҫавра сӗтел ирттернӗ. Ӑна Раҫҫейӗн А.И. Герцен ячӗллӗ патшалӑх педагогика университечӗн Мариински залӗнче йӗркеленӗ. «Объединившие Чувашию и Санкт-Петербург: архитектор П.Е. Егоров и китаевед Н.Я. Бичурин» (чӑв. Чӑваш Енпе Санкт-Петербурга ҫывӑхлатнисем: П.Е. Егоров архитектор тата Н.Я. Бичурин китаевед) ят панӑ ҫавра сӗтеле Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви йӗркеленӗ. Ҫавра сӗтеле модератор пулса Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ, филологи наукисен докторӗ Юрий Исаев ертсе пынӑ.

Ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ, истори наукисен кандидачӗ Юрий Гусаров тата Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей директорӗ Ирина Удалова Бичурин ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ, искусствоведени кандидачӗ Антонина Мордвинова тата Питӗрти антропологи тата этнографии музейӗн (Кунсткамера) ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Антон Салмин Пётр Егоров архитектор пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6618.html
 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Выдающиеся личности в становлении и развитии профессионального театра и кинематографа Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри профессилле театрпа кинематографи йӗркеленсе кайнипе тата аталаннипе ҫыхӑннӑ паллӑ ҫынсем) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна актер ӑсталӑхӗн тата режиссурин кафедринче йӗркеленӗ.

Мероприятие Культура институчӗн чӗрӗк ӗмӗрне тата культура колледжӗн 80 ҫулхине халалланӑ. Маларах асӑннӑ кафедра заведующийӗ Лия Чернова ҫамрӑк специалистсемпе студентсене вӗренӳ заведенийӗпе ҫыхӑннӑ сумлӑ ҫынсемпе паллаштарас ӗмӗтлине палӑртса хӑварнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев терроизм тата экстремизм профилактикипе ӗҫлес ыйтӑва агротехникӑпа танлаштарнӑ. Кун пирки вӑл Чӑваш Енре экстремизмпа терроризм идеологине хирӗҫ тӑрас, нацисем хушшинчи хутшӑнӑва ҫураҫӳллӑ тӑвас ыйтусемпе ирттернӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче палӑртса хӑварнӑ. Унта тӗрлӗ наци представительне йыхравланӑ.

«Терроризмпа тата экстремизмпа кӗрешес ӗҫ, уйрӑмах ӳсекен ӑру хушшинче, агротехникӑри пекех тӑрӑшса ӗҫлеме хистет. Малтан эпир лайӑх вӑрлӑх суйласа илетпӗр, ӑна акса хӑваратпӑр, пирӗн культурӑна ҫумкурӑк сӑтӑр ан кӳтӗр тесе тӑрӑшатпӑр. Кайран паха тухӑҫ туса илетпӗр. Пирӗн ӗҫ, паллах, кӑткӑсрах. Ачасене тата ҫамрӑксене авалтан пыракан наци йӑли-йӗркине шута илсе воспитани памала, вӗсене тӗрӗс ҫул кӑтартмалла», — тенӗ Элтепер.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ҫак кунсенче пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртет. Ӗнер Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче артистсем, аслӑ шкулсен проректорӗсем, преподавательсем, студентсем ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннӑ.

Вера Кузьмина ҫинчен асӑннӑ институтӑн профессорӗ, РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Николай Григорьев аса илсе каласа кӑтартнӑ.

«Ун ҫинчен кӗнекесем кӑлараҫҫӗ, фильмсем ӳкереҫҫӗ, ӑна мероприятисем, конкурссем, фестивальсем халаллаҫҫӗ. Вӑл пирӗншӗн, пултарулӑх ҫыннисемшӗн, тӗслӗх пулса тӑрать. Эпир ун пекрех пулма тӑрӑшатпӑр. Эпир унӑн ырӑ ятне асра тытатпӑр», — ӑшшӑн палӑртса хӑварнӑ Ҫамрӑксен театрӗн артистки Ирина Архипова.

 

Чӑвашлӑх
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа Хусанта ҫавра сӗтел иртӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Хусанти федераци университечӗ тата Тутарстанри наци библиотеки авӑн уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗрле пулса ирттерӗҫ.

«Гений места. Технология работы с наследием И.Я. Яковлева в современных архивах, музеях и библиотеках» ятлӑ регионсем хушшинчи ҫавра сӗтел Н.И. Лобачевский ячӗллӗ ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче иртӗ.

Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова, Тутарстан культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Юлия Адгамова, Хусанти федераци университечӗн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Дмитрий Таюрский, музейсемпе архивсен, вулавӑшсен ӗченӗсем хутшӑнӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 14

1893
133
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1901
125
Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ.
1924
102
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1986
40
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1996
30
Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи